+28 °С
Пӗлӗтлӗ


#наци проекчĕ
Пушкӑртри вак тата вӑтам бизнес представителӗсем 2022 ҫулта 2,8 миллиард тенкӗлӗх укҫа-тенкӗ илнӗ, пӗлтернӗ предпринимательлӗх тата туризм министерстви. Укçа-тенкине "Пӗчӗк тата вӑтам предпринимательлӗх тата уйрӑм предпринимательлӗх пуҫарӑвне пулӑшу парасси" наци проекчӗ шайĕнче уйӑрнӑ.
Пуҫарусенчен пӗри микрозаймсемпе лизинг условийӗсене ҫемҫетме пуҫлани. Ҫапла, "Пушкӑрт микрокредит компанийӗ" виҫӗ ҫула ҫитиччен срока ӳстернӗ. Ҫавӑн пекех лизингпа оборудовани илессин хакне пӗчӗклетнĕ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: Валерий Шахов.