Çутă çул
+24 °С
Ҫумӑр
Наци проекчĕсем
6 Апрелӗн 2023, 09:19

Уфара шӑматкун Шафиев урамне юсама тытӑнаҫҫӗ

#наци проекчĕ

Уфара шӑматкун Шафиев урамне юсама тытӑнаҫҫӗУфара шӑматкун Шафиев урамне юсама тытӑнаҫҫӗ
Уфара шӑматкун Шафиев урамне юсама тытӑнаҫҫӗ

 

Апрелӗн 8-мӗшӗнче Уфара Шафиев урамне юсама тытӑнаҫҫӗ. Малтан ҫул иртсе çÿрекен пайĕн ҫурри хупăнать, асфальт сарнӑ вӑхӑтра вара — пӗтӗмпех, кварталӗпех хупĕç. "Ҫул ҫинче йывӑрлӑхсем пулӗҫ, ҫавӑнпа та лару-тӑрӑва ӑнланса йышăнма ыйтатпӑр", — тенӗ мэрире водительсемпе халӑха.

УСРДИС пӗлтернӗ тӑрӑх, участокра ҫӗнӗ асфальт-бетон витӗмӗн 4,4 пин тӑваткал метр хурӗҫ, борт чулӗсене (бордюрсене) улӑштарӗҫ, техника йӑрӑмӗсене тӑвӗҫ, тротуарсемпе ҫуран ҫӳремелли картасене юсӗҫ. Контрактпа ҫул ҫинчи горизонтальлĕ разметкӑна шута илнӗ. График тӑрӑх юсав кӑҫалхи октябрӗн 2-мӗшӗ тӗлне вӗҫленмелле. Анчах подрядчик ӗҫе маларах вӗҫлес тесе пурне те мэринче палӑртнӑ. Çак ĕçе пурнăçлама "Хӑрушсӑр пахалӑхлӑ ҫулсем" наци проекчӗн шайӗнче юсама укҫа-тенкӗ уйӑраҫҫӗ.

https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2023-04-06/v-ufe-v-subbotu-nachinaetsya-remont-ulitsy-shafieva-3207191

 

Уфара шӑматкун Шафиев урамне юсама тытӑнаҫҫӗ
Уфара шӑматкун Шафиев урамне юсама тытӑнаҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас