

#наци проекчĕ
Раҫҫей правительстви "Ӗҫ тухӑҫлӑхӗ" наци проекчӗн результачӗсене 2023 ҫул валли, регионсен бюджетсем хушшинчи трансфертсене, çав хушăра Пушкӑрта та, валеҫес ӗҫе кӗртекен улшӑнусене ҫирӗплетнӗ.
Правительство тивӗҫлӗ распоряжение РФ право информацийӗн официаллӑ интернет-порталӗнче пичетлесе кӑларнӑ.
Регионсене уйӑрса паракан укҫа-тенкӗн пӗтӗмӗшле сумми 1,617 миллиарда яхӑн тенкӗпе танлашать. Вӗсенчен Пушкӑрт 39,3 млн ытла тенкӗ илĕ.
Маларах "Башинформ" пӗлтернӗ тӑрӑх, "Ĕҫ тухӑҫлӑхӗ" наци проектне Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хушнипе туса хатӗрленӗ.
https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2023-04-12/bashkiriya-poluchit-bolee-39-mln-rubley-na-realizatsiyu-natsproekta-proizvoditelnost-truda-3216610
Сӑнӳкерчӗкĕ: архивран