Çутă çул
+11 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
25 Апрелӗн 2023, 11:07

Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ - Баймакра ача-пӑча поликлиники декабрӗн 1-мӗшӗнчен кая мар уҫӑлмалла

#наци проекчĕ

Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ - Баймакра ача-пӑча поликлиники декабрӗн 1-мӗшӗнчен кая мар уҫӑлмалла
Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ - Баймакра ача-пӑча поликлиники декабрӗн 1-мӗшӗнчен кая мар уҫӑлмалла

#наци проекчĕ
Баймакри ача-пӑча поликлиники пӗчӗк пациентсене 2023 ҫулхи декабрӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа йышӑнма пуҫламалла. Кун пирки тунтикун ЦУРти правительствӑн оперативлӑ канашлӑвӗнче Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров пӗлтернӗ.
"Декабрӗн 1-мӗшӗнче ачасем поликлиникӑна каймалла. Строительствӑна вӗҫлеме тата хута яма мӗн кирлине пурне те тӑвӑр", - хушнӑ Радий Хабиров, строительсен графикӗнче нимӗнле чарусем те пулмалла маррине уйрӑммӑн палӑртса.
Маларах "Башинформ" пӗлтернӗ тӑрӑх, сменӑна 300 хут ҫӳреме ача-пӑча поликлиникине тӑвасси 2021 ҫулта Баймакра "Сывлӑх сыхлавӗ" наци проекчӗн пуçламăш сыпăкне ҫӗнетмелли регионти программӑна пурнӑҫланине пула пуҫланнӑ.
Строительствӑпа монтаж ӗҫӗсене 2023 ҫулхи октябрь уйӑхӗнче вӗҫлеме палӑртнӑ. Медицина ӗҫ-хӗлне пурнӑҫлама кирлӗ документсене йӗркелеме лицензи илнӗ хыҫҫӑн, поликлиника малтанхи пӗчӗк пациентсене йышӑнма пултарать.
Аса илтеретпӗр, "Сывлӑх сыхлавӗ" наци проектне Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хушнипе туса хатӗрленӗ.
https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2023-04-24/novaya-detskaya-poliklinika-v-baymake-dolzhna-otkrytsya-ne-pozzhe-1-dekabrya-glava-bashkirii-3231792
Сӑнӳкерчӗкĕ: Олег Яровиков.

 

 

Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ - Баймакра ача-пӑча поликлиники декабрӗн 1-мӗшӗнчен кая мар уҫӑлмалла
Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ - Баймакра ача-пӑча поликлиники декабрӗн 1-мӗшӗнчен кая мар уҫӑлмалла
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: