Çутă çул
+11 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
3 Майӑн 2023, 12:05

Пушкӑртра "Агростартап" грант илес текенсене суйлама пуҫланă

#наци проекчĕ

Пушкӑртра "Агростартап" грант илес текенсене суйлама пуҫланă
Пушкӑртра "Агростартап" грант илес текенсене суйлама пуҫланă

#наци проекчĕ

Пушкӑрт Ялхуҫалӑх министерствинче 2023 ҫулта "Агростартап" программӑпа грант илес текенсене суйласа илме конкурс комиссийӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. Кун пирки "Башинформа" аграри ведомствин пресс-службинче пӗлтернӗ.

Ларура комисси заявительсен докуменчӗсене программа условийӗсемпе килӗшӳллӗн тӗрӗслет. Ҫитес ларусенче проектсене хӳтӗлесси пулать.

Республикӑра "Агростартап" программӑна пурнӑҫлама укҫа-тенкӗ пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ кӑҫал 95 млн тенкӗпе танлашать.

"Агростартап" грантсене "Вак тата вӑтам предпринимательлӗх субъекчӗсен акселерацийӗ" регионти проект тӑрӑх Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хушнипе туса хатӗрленӗ вак тата вӑтам предпринимательлӗхе пулӑшу памалли наци проекчӗ шайӗнче уйӑраҫҫӗ.

https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2023-04-25/v-bashkirii-nachalsya-otbor-pretendentov-na-grant-agrostartap-3233468

 

Сӑнӳкерчӗкĕ: Олег Яровиков.

 

Пушкӑртра "Агростартап" грант илес текенсене суйлама пуҫланă
Пушкӑртра "Агростартап" грант илес текенсене суйлама пуҫланă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: