Çутă çул
+11 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
17 Майӑн 2023, 10:15

"Сывлӑх сыхлавӗ" нацпроект: 2023 ҫулта Пушкӑрт больницисем 32 УЗИ аппарачĕ илӗҫ

#наци проекчĕ

"Сывлӑх сыхлавӗ" нацпроект: 2023 ҫулта Пушкӑрт больницисем 32 УЗИ аппарачĕ илӗҫ
"Сывлӑх сыхлавӗ" нацпроект: 2023 ҫулта Пушкӑрт больницисем 32 УЗИ аппарачĕ илӗҫ

#наци проекчĕ

"Сывлӑх сыхлавӗ" наци проектне пурнӑҫланине пула Пушкӑрт больницисемпе поликлиникисем кӑҫал ку чухнехи 32 УЗИ аппарат илӗҫ. Кун пирки регион Сывлӑх сыхлав министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ.

Вӗсенчен пӗри Аскин районĕнчи тӗп больницӑна килнӗ. Унӑн сӑнӳкерчӗксене тирпейлемелли пысӑк пахалӑхлӑ визуаллă тата хальхи технологисем, 3D/4D/5D сканировани анлӑлатмалли майсем пур. Датчиксен пысӑк суйлавне пула ультрасасӑ системи аппаратпа клиника тӗлӗшӗнчен пысӑк усӑ курассине тивӗҫтерет, ӑнлантарнӑ республика министерствинче.

"Ку пахалӑхлӑ, шанчӑклӑ тата тухӑҫлӑ прибор, сӑнӳкерчӗксен пахалӑхне, эксплуатацие лайӑхлатассине тата хӑвӑрт диагностикӑна тивӗҫтерекенскер", — палӑртнӑ Аскинти тĕп больница тӗп врачӗ Вадим Галяутдинов.

Маларах "Башинформ" пӗлтернӗ тӑрӑх, "Сывлӑх сыхлавӗ" наци проектне Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хушнипе туса хатӗрленӗ.

https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2023-05-03/natsproekt-zdravoohranenie-v-2023-godu-bolnitsy-bashkirii-poluchat-32-apparata-uzi-3243938

 

 

 

"Сывлӑх сыхлавӗ" нацпроект: 2023 ҫулта Пушкӑрт больницисем 32 УЗИ аппарачĕ илӗҫ
"Сывлӑх сыхлавӗ" нацпроект: 2023 ҫулта Пушкӑрт больницисем 32 УЗИ аппарачĕ илӗҫ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: