Çутă çул
0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
25 Майӑн 2023, 13:02

Пишпÿлекри тĕп больницана ҫӗнӗ оборудовани килнӗ

#наци проекчĕ

Пишпÿлекри тĕп больницана ҫӗнӗ оборудовани килнӗ
Пишпÿлекри тĕп больницана ҫӗнӗ оборудовани килнӗ

#наци проекчĕ
"Сывлӑх сыхлавӗн пуçламăш сыпăкне модернизацилесси" программӑпа Пишпÿлекри тĕп район больницине эндоскоп диагностика стойки (ИСП-2) виҫӗ гастроскоппа килнĕ, вăл 12 миллион тенкӗ тӑрать.
Оборудование поликлиникӑра эндоскопист-врач кабинетӗнче вырнаҫтарнӑ. Оборудование хута янӑ, малтанхи пациентсене унпа пӑхса тухнӑ та ĕнтĕ. Ҫӗнӗ оборудованипе Ирина Валерьевна Назарова эндоскопист-врач ӗҫлеме пуҫланă.
Хальхи эндоскоп диагностика стойки (ИСП-2) апат тракчĕ чирӗсен диагностикине ҫӳллӗ шайра ирттерме май парать. Тӗрлӗ чире иртерех, сӑмахран, онкологи чирӗсене уйӑрса илме, ҫавӑн пекех тӗрӗс диагнозсем лартма тата тухӑҫлӑ сипленме пулӑшӗ.
https://svetput.ru/news/zdravookhranenie/2023-05-24/v-bizhbulyakskuyu-tsrb-postupilo-novoe-oborudovanie-3270645

 

Пишпÿлекри тĕп больницана ҫӗнӗ оборудовани килнӗ
Пишпÿлекри тĕп больницана ҫӗнӗ оборудовани килнӗ
Пишпÿлекри тĕп больницана ҫӗнӗ оборудовани килнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: