Çутă çул
+11 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
26 Майӑн 2023, 12:52

Радий Хабиров вӑрман пушар техникин уҫҫисене лесничество ертÿçисене панӑ

#наци проекчĕ

Радий Хабиров вӑрман пушар техникин уҫҫисене лесничество ертÿçисене панӑ
Радий Хабиров вӑрман пушар техникин уҫҫисене лесничество ертÿçисене панӑ

#наци проекчĕ
Уфара Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров ҫӗнӗ вӑрман пушар тата вăрмана патрулироват тăвакан техникӑн 44 единицин уççисене ПР Вăрман хуçалăхĕн министерствин республикӑри лесничествăсен руководителĕсене, федерацин вӑрман тата пушар надзорӗн сакăр пайӗсене тата вӑрманпа пушар станцийӗсене панӑ. Вĕсене "Экологи" наци проекчӗн шайӗнче тата "Вӑрмансене упраса хӑварасси" федераци проекчӗн шайӗнче туяннӑ.
2019-2022 ҫулсенче федераци бюджечӗн шучӗпе вӑрманпа пушар, вӑрман тата вӑрманпа культура техникин 187 единицине, ҫавӑн пекех оборудованипе инвентарӗн 487 единицине пӗтӗмӗшле 375,9 млн тенкӗлĕх туяннӑ.
Кӑҫал 83,6 млн тенкӗлӗх тата 49 техника туяннӑ. "Экологи" наци проекчӗн шайӗнче 2023 ҫулта вӑрманпа пушар техникине пуянлатас енӗпе "Вӑрмансене упраса хӑварасси" федераци проекчӗ пурнӑҫланӑ тӗллевлӗ кӑтарту 97,8 процентпа танлашнӑ.
Маларах "Башинформ" пӗлтернӗ тӑрӑх, "Экологи" наци проектне Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хушнипе туса хатӗрленӗ.
https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2023-05-25/radiy-habirov-vruchil-klyuchi-ot-novoy-lesopozharnoy-tehniki-rukovoditelyam-lesnichestv-3272339

 

Радий Хабиров вӑрман пушар техникин уҫҫисене лесничество ертÿçисене панӑ
Радий Хабиров вӑрман пушар техникин уҫҫисене лесничество ертÿçисене панӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: