Çутă çул
+11 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
29 Июнӗн 2023, 12:12

Пушкӑрт шкул ачисем ҫулла тӳлевсӗр ҫулҫӳреве каяҫҫӗ

#наци проекчӗ

Пушкӑрт шкул ачисем ҫулла тӳлевсӗр ҫулҫӳреве каяҫҫӗ
Пушкӑрт шкул ачисем ҫулла тӳлевсӗр ҫулҫӳреве каяҫҫӗ

#наци проекчӗ
"Шкул туризмӗ" программӑна пула кӑҫал республикӑри 5-9-мĕш класра вӗренекен 15 пин ытла ача тӳлевсӗр ҫулҫӳреве тухса каяҫҫӗ. Кун пирки хӑйӗн социаллӑ сетьри страницинче Пушкӑрт премьер-министрӗ Андрей Назаров пӗлтернӗ.
Пушкӑртстан пӗлтӗр шкул туризмĕн программи пурнӑҫланакан пилотлӑ регионсен шутне кӗнӗ. Ҫак вӑхӑтра вуншар пин ача хӑйсен ҫӗршывне интернетпа телекурав тӑрӑх кӑна мар, тӑван культурӑпа куçа-куҫӑн тӗл пулма та пултарнӑ.

Премьер-министр ачасемшӗн кун пек çул ҫӳрени тӳлевсӗр пулнине палӑртнă. Ҫулҫӳревӗн хакӗ 7 пин тенке яхӑн, анчах пур тӑкаксене те патшалӑх хӑй ҫине илет. Шкул ачисен ашшӗ-амӑшӗ класс ертӳҫипе пӗрле районти вӗренӳ пайне заявка памалла та унта тухса каймалли тата ӑҫталла каймалли ыйтӑва татса памалла.

Аса илтеретпӗр, "Шкул туризмӗ" программа "Туризм тата тараватлӑх индустрийĕ" нацпроект шайӗнче пурнӑҫланать.

https://bash.news/news/204261-v-baskirii-skolniki-otpraviatsia-letom-v-besplatnye-putesestviia

 

Пушкӑрт шкул ачисем ҫулла тӳлевсӗр ҫулҫӳреве каяҫҫӗ
Пушкӑрт шкул ачисем ҫулла тӳлевсӗр ҫулҫӳреве каяҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: