Çутă çул
+11 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
21 Июлӗн 2023, 13:00

Пушкӑртра харпӑрҫӑсен шучӗ самаях ӳснӗ

#наци проекчĕ

Пушкӑртра харпӑрҫӑсен шучӗ самаях ӳснӗ
Пушкӑртра харпӑрҫӑсен шучӗ самаях ӳснӗ

#наци проекчĕ
2023 ҫулхи июлӗн 1-мӗшӗ тӗлне Пушкӑрт Республикинче 153,4 пин самозанятăй шутланнӑ. Ҫакӑ пӗлтӗрхи ҫак тапхӑртипе танлаштарсан, 53,2% ытларах, - палӑртнӑ хӑйӗн телеграм-каналĕнче республика правительствин премьер-министрӗ Андрей Назаров.
Пушкӑртри самозанятăйсем юсавпа строительство, автоперевозкӑсем, реклама, репетиторство сферисенче ӗҫлеҫҫӗ. Унсӑр пуҫне хӑйсен производствин продукцине пурнӑҫлаҫҫӗ, парикмахерскисемпе илем салонӗсен çăмăллăхĕсене тивӗҫтереҫҫӗ.

"Самозанятăйсен шучӗ ӳснин тӗп сӑлтавӗсенчен пӗри - республикӑра бизнес тытса пымалли условисене лайӑхлатасси тата налук тӳлемелли ансат механизмпа усӑ курасси. Эпир бизнеса пулăшатпӑр, административлӑ барьерсене чакаратпӑр, тӗрӗслевпе надзор ӗҫне оптимизацилетпӗр. Пирӗншӗн паян ку ӗҫӗн чи пӗлтерӗшлӗ ҫул-йӗрӗ", - тесе пӗлтернӗ Пушкӑрт премьер-министрӗ.
Вӗсене ҫавӑн пекех "Пӗчӗк тата вӑтам предпринимательлӗх тата уйрӑм предпринимательлӗх пуҫарӑвне пулӑшу парасси лайӑх майсем туса парасси" нацпроектӑн регионти "Харпӑрҫӑ граждансене ӗҫе пурнӑҫлама лайӑх майсем туса парасси" проекчӗн мероприятийӗсен шайӗнче пулӑшаҫҫӗ.

"Кӑҫал наци проекчӗн мероприятийӗсене пурнӑҫлама 13,9 млн тенкӗ яратпӑр. Палӑртса хӑваратӑп: ятарлӑ налук режимӗ ҫине уйрăм çынсем, ҫавӑн пекех тара тытнӑ работниксемсӗр ӗҫлеме шутлакан уйрӑм предпринимательсем куҫма пултараҫҫӗ, — ӑнлантарнă Андрей Назаров. — Паян самозанятăйсемсĕр рынока илме май ҫук. Вӗсем хӑйсен пӗлӗвӗпе, пултарулӑхӗпе хӑйсем тӗллӗнех усӑ куракан ӗҫчен те хастар ҫынсем. Малашне те вӗсене пур енчен те пулӑшу парӑпӑр".

"Пӗчӗк тата вӑтам предпринимательлӗх тата уйрӑм предпринимательлӗх пуҫарӑвне пулӑшу парасси" наци проектне Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хушнипе туса хатӗрленӗ.
https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2023-07-21/v-bashkirii-znachitelno-vyroslo-kolichestvo-samozanyatyh-3349287

 

 

Пушкӑртра харпӑрҫӑсен шучӗ самаях ӳснӗ
Пушкӑртра харпӑрҫӑсен шучӗ самаях ӳснӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: