#наци проекчӗ
Августӑн 22-мӗшӗнчен пуҫласа 25-мӗшӗччен Пушкӑрт Республикинчи Бурзян районӗнче федерацин Атӑлҫи округӗнчи "Йыйын молодежи-2023" Ҫамрӑксен IV граждан форумӗн шайĕнче "Этника" ҫамрӑк дизайнерсен коллекцийӗсен конкурсӗ иртĕ. Мероприяти "Вӗрентӳ" наци проекчӗн тӗллевӗсене тата задачисене тивӗҫтерет.
Конкурса хутшӑнакансем халӑх костюмӗсем енӗпе проектсем пурнӑҫлакан тата ӗҫ-хӗл туса пыракан хастар ҫамрӑксем, ҫавӑн пекех мастерскойсен, центрсен пултарулӑх коллективӗсем, художник-модельерсем, вӑтам тата аслӑ вӗренӳ заведенийӗсен пултарулӑх специализацийӗсен вӗренекенӗсемпе педагогӗсем, индивидуаллӑ мастерсем, ҫавӑн пекех искусствоведсем, этнографсем, наука ӗҫченӗсем тата ытти специалистсем пулма пултараҫҫӗ. Пӗр коллектив е автор темиҫе номинацие хутшӑнма пултарать.
Конкурсантсем хальхи автор костюмӗсемпе хальхи технологисемпе, материалсемпе усӑ курса йӑлана кӗнӗ уйрӑмлӑхсене упраса хӑвараҫҫӗ. Конкурс тӑватӑ номинаципе иртет: ӗҫлӗ костюм, кулленхи костюм, сцена костюмӗ тата наци колоричӗ. Костюм кирек мӗнле материалтан та, кирек мӗнле техникӑра та пултарулӑх изделийӗ пулма пултарать.
Конкурса хутшӑнма материалсем августӑн 17-мӗшӗччен (хутшӑнмалли заявка, конкурс ӗҫӗсен тӗрлӗ тӗслӗ ӳкерчӗкӗсем) [email protected] почтӑна "ЭТНИКА" конкурса тесе паллӑ туса ямалла.