Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
27 Ноябрӗн 2023, 10:23

Пушкӑртра "Çулталӑк предпринимателӗ" конкурс ҫӗнтерӳҫисене палăртнă

#наци проекчĕ

Пушкӑртра "Çулталӑк предпринимателӗ" конкурс ҫӗнтерӳҫисене палăртнă
Пушкӑртра "Çулталӑк предпринимателӗ" конкурс ҫӗнтерӳҫисене палăртнă

#наци проекчĕ

Уфара иртекен Пӗтӗм тӗнчери бизнес эрнинче "Пушкӑртстан Республикин предпринимателӗ" конкурс ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ.

Республика конкурсне МСП пулӑшас енӗпе ӗҫлекен наци проекчĕ шайĕнче ПР предпринимательлӗх тата туризм министерстви йӗркеленӗ. Мероприяти операторӗ кӑҫал Пушкӑртстанри Пӗчӗк предпринимательлӗхе аталантармалли тата пулӑшу памалли фонд пулнă.

Правительствӑн пӗрремӗш вице-премьерӗ - ПР экономика аталанӑвӗн тата инвестици политикин министрӗ Рустам Муратов палӑртнӑ тӑрӑх, паян республикӑра предпринимательлӗхе аталантарма тата предпринимательсен йышне ӳстерме нумай ӗҫсем тӑваҫҫӗ.

 "Кӑҫал республика тапхӑрне 52 муниципалитетран 143 заявка килнӗ. Финала 45 ҫын тухнӑ, вӗсенчен 16 ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ", - пӗлтернӗ ПР предпринимательлӗх тата туризм министрӗ Рустем Афзалов.

Жюри конкурсантсене хакланӑ тӗп кӑтартусен шутӗнче -таварсене/пулӑшу ӗҫӗсене/суту-илÿ тунин укçи-тенки, предприяти ӗҫченӗсен вӑтам ӗҫ укҫи, налук, пуху, страхлав укҫи, бюджета тӳленӗ укҫа-тенкӗ, тупӑш шайӗ, туса хатӗрленӗ ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсен шучӗ, ыркӑмăллӑх тата ӗҫлӗ репутаци.

https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2023-11-24/v-bashkirii-nazvali-pobediteley-konkursa-predprinimatel-goda-3536374

 

Пушкӑртра "Çулталӑк предпринимателӗ" конкурс ҫӗнтерӳҫисене палăртнă
Пушкӑртра "Çулталӑк предпринимателӗ" конкурс ҫӗнтерӳҫисене палăртнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: