#наци проекчĕ
Бурзян районӗнчи Кулганино ялӗнче "Сывлӑх сыхлавӗ" нацпроектӑн "Пушкӑрт Республикинче сывлӑх сыхлавӗн пуçламăш сыпăкне çӗнетесси" регионти программӑна пурнӑҫланӑ шайра ҫӗнӗ модульлӗ фельдшерпа акушер пункчӗ йӗркеленӗ.
Ял таврашĕнче ҫӗнӗ ФАПа уҫни - савӑнӑҫлӑ та пӗлтерӗшлӗ пулăм, кунта пурӑнакансен тӗп категорийӗ ватӑ ҫынсем вӗт. Халӑха медицина пулӑшӑвӗпе утӑмри майсемпе тивӗҫтересси - ял ҫӗрӗнче хӑтлӑ пурнӑҫ условийӗсем йӗркелеме тивӗҫлӗ условисенчен пӗри.
ПР Сывлӑх сыхлав министерствин специалисчӗсем каланӑ тӑрӑх, ФАП ҫуртне мӗн кирлине пурне те йӗркеленӗ, фельдшерпа акушер пунктӗнче фельдшер, процедура, смотровой кабинетсем, пациентсем валли кӗтмелли вырӑн, санузел пур. Персоналсем валли, медикаментсене упрамалли тата ӗҫ хатӗрӗсене тирпейлемелли пӳлӗмсем пур. Уйрӑмах халӑхӑн пӗчӗк ушкӑнӗсем валли карлӑклӑ крыльца, персоналсене чӗнсе илмелли кнопка тата инвалидсем валли пандуссем туни савӑнтарать.
Хальхи ФАП заведующийӗ Галия Валеева пулать, вӑл ялта ҫичӗ ҫул ӗҫлет. Вӑл Кулганинӑра пурӑнакан 200 ытла ҫынна пӑхӗ. Фельдшер каланӑ тӑрӑх, ҫӗнӗ ҫуртра халӑха пӗрремӗш медицина пулӑшӑвӗ памалли мӗнпур условисем йӗркеленӗ. Паллах, нумайранпа кӗтнӗ, савӑнӑҫлӑ событишӗн ҫынсем пурте савӑнаҫҫӗ.
Сăнӳкерчӗкӗ: health.bashkortostan.ru сайтран.