Çутă çул
+11 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
20 Нарӑсӑн , 10:51

Пушкӑртри ачасемпе ҫамрӑксен спорт шкулӗ ҫӗнӗ автобус илнӗ

#наци проекчĕ

Пушкӑртри ачасемпе ҫамрӑксен спорт шкулӗ ҫӗнӗ автобус илнӗ
Пушкӑртри ачасемпе ҫамрӑксен спорт шкулӗ ҫӗнӗ автобус илнӗ

#наци проекчĕ

Ҫакна Пушкӑрт Спорт министерстви пулӑшнипе тата республикӑра "Демографи" наци проектне пурнӑҫланипе тума май килнӗ.

Пушкӑртри Салават районӗнчи ачасемпе ҫамрӑксен спорт шкулӗ 3,9 млн тенкӗ тӑракан ҫӗнӗ автобус илнӗ. Транспорта лармалли 16 вырӑнпа, хӑрушсӑрлӑх пиҫиххийӗсемпе тата ГЛОНАСС системипе йӗркеленӗ. Халӗ ҫамрӑк спортсменсем Пушкӑртстанӑн территорийӗнче те, регион тулашӗнче те ӑмӑртусене хутшӑнма пултараҫҫӗ.

Салават район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Марс Кашапов Пушкӑртстанри Спорт министерствине пулӑшнӑшӑн тав тунӑ.

— Паян спортсменсен автопаркӗ ҫӗнелнине курма кӑмӑллӑ, — тенӗ вӑл. — Пирӗн спортсменсене ҫӗнӗ ҫӗнтерӳсем сунатпӑр!

Сăнÿкерчĕкĕ: ПР Спорт министерстви.

https://mgazeta.com/news/natsproekty/2024-02-20/detsko-yunosheskaya-sportivnaya-shkola-bashkirii-poluchila-novyy-avtobus-3650412

 

Пушкӑртри ачасемпе ҫамрӑксен спорт шкулӗ ҫӗнӗ автобус илнӗ
Пушкӑртри ачасемпе ҫамрӑксен спорт шкулӗ ҫӗнӗ автобус илнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: