#наци проекчĕ
Юлашки пилӗк ҫул хушшинче "Башавтотранс" патшалăх перевозчикӑн автопаркӗ пӗчӗк, вӑтам тата пысӑк класлӑ 1388 автобуспа ҫӗнелнӗ.
Ҫав шутра пысӑк класлă 85 автобусне "Хӑрушсӑр пахалӑхлӑ ҫулсем" нацпроект шайӗнче туяннӑ, аса илтернӗ ПР Транспорт министерствинче. Ҫак тӗллевсем валли 9,8 миллиард ытла тенкӗ янӑ.
– Пушкӑртстан Республикин Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров хушнипе эпир федерацин тӗрлӗ программисене хутшӑнатпӑр. Пӗлтӗр пӗчӗк хуласемпе ял территорийӗсен общество транспорчӗн паркӗсенче казначей кредичӗсен шучӗпе 250 автобус туянтăмăр, — каласа панӑ ПР транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Александр Клебанов.
2019 ҫултанпа Пушкӑртстанра общество транспорчӗн мӗнпур тӗсӗ валли пӗрремӗш хут "Алга" транспорт картти ӗҫлеме пуҫланӑ. 2024 ҫулхи пуш уйӑхӗнче республикӑра пурӑнакансем 820 пин ытла транспорт карттипе усӑ кураҫҫӗ, унта ӗҫлекен 67 перевозчик та хутшӑннӑ.
Пушкӑртстан пассажир транспортне ҫӗнетет. Сӑмахран, 2024 ҫулта наци пурлӑхӗн фончӗн укҫи-тенки шучӗпе 200 автобус туянма палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех кӑҫал туризм йышши 30 автобус туянма палӑртнӑ.