Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
14 Мартӑн , 09:22

Часах Ситекре ҫӗнӗ модульнăй ФАП уҫӑлать

#наци проекчĕ

Часах Ситекре ҫӗнӗ модульнăй ФАП уҫӑлать
Часах Ситекре ҫӗнӗ модульнăй ФАП уҫӑлать

#наци проекчĕ
Ситек ялӗнче фельдшерпа акушер пункчӗн ҫӗнӗ модульнӑй ҫуртне вырнаҫтарнӑ. Ҫакна "Сывлӑх сыхлавӗ" наци проекчӗн "Пуçламăш сыпăка модернизацилесси" регионти программӑна пула тума май килнӗ.
Хальхи вӑхӑтра водопроводпа канализаци ирттермелли ӗҫсем пыраҫҫӗ. Хальхи ФАПра смотровой тата процедурӑ, прививка кабинечӗсем, кӗтмелли вырӑн, санузелпа гардероб вырнаçнă, фельдшерпа акушер пунктне опытлӑ фельдшер Надежда Семенова ертсе пырӗ.
— Фельдшерпа акушер пункчӗ Ситекпе Такмакри халӑха пулӑшу парĕ, ку виҫҫӗр ҫын ытла. Уçнă хыҫҫӑн вырӑнти ҫынсем диспансеризаци иртме, вакцинациленме тата пурӑнмалли вырӑнтан инҫех мар ҫӗнӗ ҫуртра медицинăпа санитари пулӑшӑвӗ илме пултарĕç, - палӑртнă Пишпÿлекри тĕп больницан тӗп врачĕ Марат Абдуллин.
"Сывлӑх сыхлавӗ" наци проекчӗпе пилӗк ҫул хушшинче хӑвӑрт тăвăнакан модульлӗ конструкцисем пулӑшнипе ялсенче сывлӑх сыхлавӗн 353 объектне лартнă, вӗсен хушшинче ФАПсем, врач амбулаторийӗсем тата пӗтӗмӗшле практика врачӗн офисӗсем, ҫавӑн пекех 64 медицина учрежденийӗсене тӗпрен юсанӑ.
Пушкӑртстан Республикин Сывлӑх сыхлав министерствин пресс-служби.
https://health.bashkortostan.ru/presscenter/news/611375/

 

 

 

Часах Ситекре ҫӗнӗ модульнăй ФАП уҫӑлать
Часах Ситекре ҫӗнӗ модульнăй ФАП уҫӑлать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: