#наци проекчĕ
Пушкӑртри Бакалă районӗнче иртнӗ канмалли кунсенче ку чухнехилле икӗ фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлнӑ. Медпунктсем Куштиряковӑпа Юльтимировка ялӗсенче ӗҫлеме пуҫланӑ, пӗлтернӗ республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствинче.
ФАПсенче ял ҫыннисене пахалӑхлӑ пулӑшу пама мӗн кирлине пурне те йӗркеленӗ. Унта фельдшер пациентсене йышӑнмалли кабинетсем, процедура пӳлӗмӗсем, эмел упрамалли пӳлӗмсем, пациентсем валли кӗтмелли меллӗ вырӑн пур.
Объектсене "Сывлӑх сыхлавӗ" наци проекчӗн шайӗнче туса хатӗрленӗ.
Сăнÿкерчĕкĕ: ПР Сывлӑх сыхлав министерствин телеграм-каналӗ.