#наци проекчĕ
Благовещенскра "Благолэнд" глэмпинг уҫӑлнӑ. "Туризм тата тараватлӑх индустрийӗ" наци проекчӗн шайӗнче ООО "БлагоГлэмп" федераци бюджетӗнчен 39 млн тенкӗ, регион – 0,80 млн тенкӗ, инвестор хӑйӗн укҫи-тенкине 53 млн ытла тенкӗ хывнӑ. Проекта "Благовещенск" социаллӑ пурнӑҫпа экономика хӑвӑрт аталанакан территорин резиденчӗсен реестрне кӗртнӗ.
"Благолэнд" территорийӗнче 22 сафари-тент, хăш вăхăтра та пурăнмалли модульлӗ 14 ҫурт лартнӑ. Унта çуллахи кафе, бассейн, пляж, кану зони, машинасем лартмалли вырăнсем, хальхи мунча комплексӗ пур. Причал тата ача-пӑча вӑйă площадки йӗркеленӗ. Кунта кӑмӑл тӑвакансене спорт оборудованийӗсене тара параҫҫӗ. Кашни модуль патӗнче мангал вырнаҫнӑ. Кирлӗ коммуникацисене пурне те хута янă.
Капиталлӑ мар модульлӗ укҫа-тенкӗ вырнаҫтармалли субсидисӗр пуҫне "БлагоГлэмп" ОООна пляжсем тума 2,7 млн тенкӗ виҫепе грант уйӑрса панӑ. Уйӑрнӑ укҫапа кунта пляж тунӑ, классификациленӗ пляжсен реестрне кӗртнӗ.
2024 ҫулта "БлагоГлэмп" ООО директорӗ Артур Воробьев глэмпинг территорине анлӑлатма, хӑнасем валли паракан пулӑшу ӗҫӗсен переченьне ӳстерме шутлать.