#наци проекчĕ
Пушкăртра "Пурӑнмалли ҫурт-йӗр тата хула хутлӑхӗ" нацпроектӑн "Хӑтлӑ хула хутлӑхне йӗркелесси" федераци проекчӗпе Уфа районӗнчи Осоргинори Энергостроителей урамӗнчи общество территорине комплекслӑ хӑтлӑх кӗртеҫҫӗ. Кун пирки республика ЖКХ министерствинче пӗлтернӗ.
Маларах кунта рекреаци зонисене вырнаҫтарма палӑртнӑ общество уҫлӑхӗсем пулманнине палӑртаҫҫӗ. 2200 тӑваткал метр площадьре специалистсем хӑрушсӑр резина виткӗҫлӗ ача-пӑчапа спорт площадкисене, ҫутӑ, парк зонисене, ҫуран ҫӳремелли ҫулсемпе бордюрсене, çавӑн пекех Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин воинӗсене чысланă "Асăну стелли" памятник, тенкелсем, чуччисем, видео сӑнав системине вырнаҫтарӗҫ. Кунсӑр пуҫне кунта хырсем лартĕç.
Ведомствӑра палӑртнӑ тӑрӑх, асӑннӑ проектшăн 2023 ҫулта Уфа районӗнче пурӑнакансенчен нумайӑшӗ сасӑланӑ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: ПР ЖКХ министерстви.