#наци проекчĕ
Вӗренӳ тытӑмӗ регион правительствин тӗп ҫул-йӗрӗсемпе ҫыхӑннӑ. Пушкӑртстанра "Вӗренӳ" наци проектне пурнӑҫлама кӑҫал 7,5 миллиард ытла тенкӗ янӑ, вӗсенчен 6 миллиард тенке яхӑн - федераци бюджечӗн укҫи-тенки. Ку ыйтӑва Пушкӑрт правительствин ларӑвӗнче премьер-министр тивĕçĕсене пурнăçлакан Андрей Назаров ертсе пынипе сӳтсе явнă, пӗлтерет патшалӑх пресс-служби.
– "Хальхи шкул" проект шайӗнче кӑҫал "Ÿсӗм точки" 73 центрӗ тата "Кванториум" ача-пӑча технопаркӗ уҫнӑ. Республикӑри 39 шкулта цифра вӗренӳ хутлӑхне аталантарма условисем йӗркеленӗ. Ҫавӑн пекех 43 спорт залне юсаса ҫӗнетӗҫ тата ачасене хушма пӗлӳ паракан 3600 ҫӗнӗ вырӑн йӗркелесе янă, - палӑртнă Андрей Назаров.
2024 çулхи пĕрремĕш ҫур ҫулта "Вӗренӳ" наци проектне пурнӑҫланин итогӗсем ҫинчен тӗплӗнрех ПР вӗренӳ тата наука министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Ильдар Мавлетбердин каласа панӑ.
– 2024 ҫулта "Вӗренӳ" наци проекчӗн шайӗнче пилӗк регион проекчӗ пурнӑҫланать, тăваттăшĕ вĕсенчен Пушкӑртстан Республикинчи Вӗренӳпе наука министерствин аллинче тӑрать: "Хальхи шкул", "Кашни ача çитӗнӗвӗ", "Цифра вӗренӳ хутлӑхӗ", "РФ гражданӗсене патриотла воспитани парасси", - каласа панӑ Ильдар Мавлетбердин.