#наци проекчĕ
Пушкӑртри Чишма районӗнчи Еремеево ялӗнче "Агродеревня" туризм кластерне тума палӑртнӑ. Инвестора унпа Мускаври "Ылтӑн кӗркунне-2024" агропромышленноҫ выставкинче республика стендӗнчи макетпа паллаштарнă.
Проекта пурнӑҫлас пирки республика правительстви Петербургри экономика форумӗн хирӗсенче "Таврос" УКпа алӑ пуснӑ. Унӑн хакӗ 850 млн тенкӗпе танлашать, ку федераци, регион, вырӑнти бюджет тата инвесторсен пӗрлехи укҫи-тенки.
ПР Ял хуçалăх министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗрремӗш тапхӑрта 72 тăв. м вӑтам лаптӑкри уйрӑм пурӑнмалли 100 ҫурт, ҫавӑн пекех инженер сечӗсем – газопровод, электроснабжени, ҫулсемпе тротуарсем тума палӑртнӑ. "Ял территорийӗсене комплекслӑ аталантарасси" госпрограмма шайӗнче ял проектне пурнӑҫлӗҫ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: ПР Ял хуçалăх министерстви.