

#наци проекчĕ
Ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчен Пушкӑртри 45 медицина организацийӗ "Вӑрӑм та активлӑ пурнӑҫ" наци проектне пула куҫса ҫӳрекен 55 рентген-аппарат илнӗ. Кун пирки регионти Сывлăх сыхлав министерствинче пӗлтернӗ.
Ведомствӑра палӑртнӑ тӑрӑх, рентген-аппаратсен тӗп пӗлтерӗшӗсенчен пӗри пӗчӗк мобильлӗ пациентсене вӗсене транспортировкăламасăрах тӗрӗслеме май парать. Ҫакӑ йывӑр чирлисемпе ватӑ ҫынсемшӗн уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ. Ҫӗнӗ техникӑпа вӑхӑтлă усӑ курса чирсене ир пулакан тапхӑрта тупса палӑртма тата республикӑра пурӑнакансем валли медицина пулӑшӑвӗпе усӑ курма май пуррине лайӑхлатма май парать.
Ҫӗнетнӗ наци проекчӗсене Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин йышӑннӑ тӑрӑх 2025 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа пурнӑҫлаҫҫӗ. "Вӑрăм тата активлӑ пурнӑҫ" нацпроектӑн тӗп тӗллевӗ - граждансен вӑрӑм ӗмӗрӗн ҫӗнӗ кӑтартӑвӗсене ҫитесси.
Сӑнӳкерчӗкĕ: ПР Сывлăх сыхлав министерстви.