Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Наци проекчĕсем
30 Майӑн 2025, 05:16

Нацпроект Пишпÿлек тĕп больницин автопаркне ҫӗнетме пулӑшнă

#наци проекчĕ 

Нацпроект Пишпÿлек тĕп больницин автопаркне ҫӗнетме пулӑшнăНацпроект Пишпÿлек тĕп больницин автопаркне ҫӗнетме пулӑшнă
Нацпроект Пишпÿлек тĕп больницин автопаркне ҫӗнетме пулӑшнă
#наци проекчĕ 
Пушкӑрт Республикинчи Пишпÿлекри тӗп район больницин автопаркне LADA Granta икӗ автомобиль хушӑннӑ. Вӗсене «Сывлӑх сыхлавӗ» наци проекчӗн, ӑна тăсаканĕ «Вӑрах та активлӑ пурнӑҫ» наци проекчӗ пулса тӑнӑ, «Сывлӑх сыхлавӗн пуçламăш сыпăкне çӗнетни» регионти программӑна пурнӑҫланине пула илнӗ. Ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчен  кӑна автомобильсемпе 200 ытла чӗнӗве пурнӑҫланӑ.
— Ҫӗнӗ техника килнĕшӗн яланах хавас. Участокри врачсем, килĕсенчен тухса çÿреймен пациентсене пулӑшса тӑма, лабораторире биологи материалӗсем тата ҫынсене эмел препарачӗсем кӳрсе тӑма ҫак автомобильсем пурнӑҫ тӑршшӗпе кирлӗ, - тет Пишпÿлекри тĕп район больницин тӗп врачĕ Марат Абдуллин.
 
Ҫӗнетнӗ наци проекчӗсене РФ Президенчӗ Владимир Путин йышӑннӑ тӑрӑх 2025 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа пурнӑҫлаҫҫӗ. «Вӑрах тата активлӑ пурнӑҫ» нацпроектӑн тӗп тӗллевӗ - граждансен вӑрӑм ӗмӗрӗн ҫӗнӗ кӑтартӑвӗсене ҫитӗнтересси.
2025 ҫулта Республикӑра «Пушкӑрт Республикин сывлӑх сыхлавӗн пуçламăш сыпăкне çӗнетесси» регион программине пурнӑҫланӑ шайра 4,5 пин ытла оборудовани, 99 автотранспорт единици туянма палӑртнӑ. Модульлӗ конструкцисен 134 единицине тума, тӑхӑр объекта тӗпрен юсама, ултӑ поликлиника хута яма палӑртнӑ.
 
Пушкӑрт Республикин Сывлӑх сыхлав министерствин пресс-служби.
 
Нацпроект Пишпÿлек тĕп больницин автопаркне ҫӗнетме пулӑшнă
Нацпроект Пишпÿлек тĕп больницин автопаркне ҫӗнетме пулӑшнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас