

#наци проекчĕ
Пушкӑртстана массӑллӑ мероприятисем ирттерме федераци бюджетӗнчен 44 млн тенкӗ уйӑрнӑ.
Пушкӑрта «Туризм тата тараватлӑх» наци проекчӗн шайӗнче федераци бюджетӗнчен массӑллӑ мероприятисем йӗркелеме тата ирттерме 44,1 млн тенкӗ уйӑрнӑ. Кун пирки ПР Предпринимательлӗх тата туризм министерствинче пӗлтернӗ.
Ведомство пуҫлӑхӗ Зухра Гордиенко палӑртнӑ тӑрӑх, патшалӑх пулӑшӑвне пула республика туристсене пӗтӗм ҫӗршывран илӗртекен курӑмлӑ тата асра юлакан мероприятисем ирттерме ҫӗнӗ майсем илет.
Пушкӑртстанра нацпроект шайӗнче «Салауат йыйыны» Республикӑри халӑх уявӗ, «На Рахате» сывлӑх тата туризм фестивалӗ, «Купец 2.0» хӑналу фестивалӗ, куҫса ҫӳрекен культура фестивалӗ, "Терра зима" фестивалӗ иртеҫҫӗ.