Çутă çул
+24 °С
Ҫумӑр
Наци проекчĕсем
20 Июнӗн 2025, 05:47

Пушкӑртстанра медицина организацийӗсен автопаркӗ ҫӗнӗ автомобильсемпе тулнă

#наци проекчĕ

Пушкӑртстанра медицина организацийӗсен автопаркӗ ҫӗнӗ автомобильсемпе тулнăПушкӑртстанра медицина организацийӗсен автопаркӗ ҫӗнӗ автомобильсемпе тулнă
Пушкӑртстанра медицина организацийӗсен автопаркӗ ҫӗнӗ автомобильсемпе тулнă
#наци проекчĕ 
Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров республикӑри 14 медицина организацийӗн тĕп врачӗсене LADA 31 автомобиль уҫҫине панӑ. Ҫӗнӗ техникӑна «Вӑрах та активлӑ пурнӑҫ»  наци проекчӗн «Сывлӑх сыхлавӗн пуçламăш сыпăкне çӗнетесси» программине пурнӑҫланӑ шайра туяннӑ.
Автомобильсене пациентсемпе медицина работникӗсене турттарма палӑртнӑ. Вӗсене ятарлӑ наҫилккасемпе, чӗн пиҫиххисемпе тата дезинфекци хатӗрӗсемпе пуянлатнӑ. «Медслужба» LADA Largus вырăнпа выртакан пациентсене турттарма май парать, салона трансформацилес тӗлӗшпе ӗҫ-хӗлне анлӑлатать. LADA Granta  автомобиле анса лармалли меллӗ механизмсемпе тата нăкăтнӑ креслӑсемпе тăватă пассажир вырнаҫтарма май парать. Ҫавӑн пекех чирлĕ ҫынна транспортлама май пур. LADA NIVA TRAVEL-универсал пысӑкрах просветлӑ, кӑткӑс условисенче ӗҫлеме ку чухнехи системӑсем туллиех.
 
— Эпир медицина учрежденийӗсен автопаркне яланах ҫӗнететпӗр, ку сывлӑх сыхлавӗн пуçламăш сыпăкĕн ӗҫне питӗ пулӑшать. Кӑҫал эпир медработниксене пĕтемпе 90 машина  пама палӑртатпӑр. Ку ӗҫ яланхи йӗркепе пырать. Пирӗн тӗллев - ҫакӑн пек техникӑн пӗтӗм паркне улӑштарасси, - палӑртнă Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров.
 
 
 
 
Пушкӑртстанра медицина организацийӗсен автопаркӗ ҫӗнӗ автомобильсемпе тулнă
Пушкӑртстанра медицина организацийӗсен автопаркӗ ҫӗнӗ автомобильсемпе тулнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас