#наци проекчĕ
Ҫӗршывра «Апат-ҫимӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗпе технологи тӗлӗшӗнчен тивӗҫтересси» наци проекчӗ пурнӑҫланать. Вӑл ял хуҫалӑх продукцине туса илессине самай ӳстерме палӑртать. Сӑмахран, 2030 ҫул тӗлне агропромышленноҫ комплексӗн продукцине туса илессин индексне 2021 ҫулхипе танлаштарсан, 25 процентран кая мар ӳстерме палӑртнӑ.
Пушкӑртстан Республикинче ял хуҫалӑх продукцине туса илессин калӑпӑшӗ 2025 ҫулхи январьтен пуҫласа майччен хальхи хаксемпе 63,6 миллиард тенкӗпе танлашнӑ. 2024 ҫулхи ҫак тапхӑртипе танлаштарсан, ӳсӗм (индекс) — 101,7%.
— Тавар производстви ӳссех пырать, — тенӗ ПР Правительствин Премьер-министрӗн ҫумӗ — ял хуҫалӑх министрӗ Ильшат Фазрахманов. — Ял хуҫалӑх продукцине туса илессин калӑпӑшӗ ӳсни ял хуҫалӑх организацийӗсенче палӑрать — 9,7%.
Отчетлӑ тапхӑрта пӗтӗмӗшле продукцин 95 ытла процентне выльӑх-чӗрлӗх продукцийӗн шучӗпе йӗркелеҫҫӗ. Пилĕк уйӑхра республикӑра ҫӑмарта туса илесси 2,2 хута яхӑн (337,3 млн штук), выльӑх-чӗрлӗхпе кайӑк-кӗшӗк—1,6% (149,5 пин тонна) ӳснӗ.