

#наци проекчĕ
Ҫӗнӗ врач амбулаторине Пушкӑртстанри Пелепей районӗнчи Знаменка ялӗнче туса пӗтереҫҫӗ. Ӑна «Вӑрӑм та активлă пурнӑҫ» нацпроекта пурнӑҫа кӗртнипе хӑпартаҫҫӗ, пӗлтернӗ район администрацийӗнче.
Амбулаторире халӗ пӳлӗмсенчи шалти ĕçсене вӗҫлеҫҫӗ, кун хыҫҫӑн ҫурта шывпа тивӗҫтерекен тытӑмпа ҫыхӑнтарӗҫ. Ӗҫсем кал-кал пыраҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах амбулаторие хальхи вӑхӑтри медоборудованипе тивӗҫтерме хатӗрленеҫҫӗ.
Ҫурта ҫывӑх вӑхӑтра хута ярасса кӗтеҫҫӗ. Знаменка амбулаторийӗ вырӑнти халӑх валли пуçламăш медицинӑпа санитари пулӑшӑвӗ памалли хальхи вӑхӑтри центр пулса тӑрӗ, тесе палӑртнă Пелепей район администрацийӗнче.
«Вӑрӑм та активлă пурнӑҫ» нацпроектӑн тӗп тӗллевӗ — граждансен вӑрӑм ӗмӗрӗн ҫӗнӗ кӑтартӑвӗсене пурнӑҫласси.
Ҫӗнетнӗ нацпроектсене РФ Президенчӗ Владимир Путин йышӑнӑвӗпе 2025 ҫултанпа пурнӑҫа кӗртеҫҫӗ.