#наци проекчĕ
Пушкӑртстанра ултӑ ҫӗнӗ поликлиника тӑвасси малалла пырать, - пӗлтернӗ хӑйӗн телеграм-каналӗнче ПР строительствӑпа архитектура министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Артем Ковшов.
Ҫавӑн пек тӑвакан объектсенчен пӗри — Благовещенскри ача-пӑча поликлиники. Стройкӑра халӗ монолит ӗҫӗсем пыраҫҫӗ, стенасемпе пӳлĕмсене кирпӗчрен купалаҫҫӗ, илемлетес тата ҫивитти ӗҫӗсене, шалти инженери сечӗсене йӗркелессине, чӳрече блокӗсене монтаж тӑвассине, тулаш канализаципе хутса ӑшӑтассине, тулаш шывпа тивӗҫтерессине йӗркелессине тата территорие тирпей-илем кӗртессине пурнӑҫлаҫҫӗ. Строительствӑна 50 яхӑн ҫын тата сакӑр техника хутшӑннӑ.
Благовещенскри ача-пӑча поликлиники «Вӑрӑм та активлă пурнӑҫ» наци проектне пурнӑҫа кӗртнипе йӗркеленет.
Сăнÿкерчĕкĕ: Артем Ковшовӑн телеграм-каналӗ.