

#наци проекчĕ
«Вӑрӑм та активлă пурнӑҫ» нацпроекта пула, Пелепейри тĕп район больницин автопаркне тӑватӑ Lada Largus автомобильпе пуянлатнӑ.
Lada Largus ҫӑмӑл автомобильсем выртакан пациента тата пӗр медработника е тӑватӑ пассажира турттарма май параҫҫӗ. Медицина службин автомобильсен салонӗн комплектацине йышӑну хатӗрӗпе наҫилккасӑр пуҫне педиатри пиҫиххисен пуххи тата облучатель-рециркулятор та кӗрет. Ку ачасене турттарма май парать, ҫавӑн пекех ҫиелтен дезинфекцилеме те пулать.
Пелепейри тĕп район больницин тӗп тухтӑрӗ Рустем Ишмурзин палӑртнӑ тӑрӑх, автопарка ҫӗнетни — районти сывлӑх сыхлавӗн тытӑмне аталантарас ӗҫре пӗлтерӗшлӗ тапхӑр. Ҫӗнӗ автомобильсем медицина пулӑшӑвӗн оперативлӑхӗпе пахалӑхне палӑрмаллах ӳстерӗҫ, уйрӑмах инçетри ялсенче.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Пушкӑртстан Сывлӑх сыхлав министерствин пресс-служби.