

#наци проекчĕ
Раççей ял хуçалăх надзорӑн Пушкӑртстанри управленийӗ Мелеуз районӗнчи чӑх-чӗп ӗрчетекен предприяти Конго Демократиллӗ Республикӑна экспорта яма хатӗрленӗ кӑркка ашӗнчен 27 тонна шӑнтнӑ ҫурма фабрикатсене тӗрӗсленӗ. Кун пирки надзор ведомствин пресс-службинче пӗлтернӗ.
Африка континентне ӑсатас умӗн шӑнтнӑ кӑркка ушкӑнне РФ Патшалӑх чиккинче тата транспортра пӑхса тухса çырнă. Суйласа илнӗ пробӑсем лабораторири мӗнпур тӗрӗслев витӗр тухнӑ.
Продукци туса илекен «Союзпромптица» ООО экспорт сертификацийӗ витӗр тухса «Цербер» ФГИС экспортерсен реестрне кӗртнӗ. Пушкӑртстанран килнӗ шӑнтнӑ кӑркка автомобиль рефрижераторӗпе Санкт-Петербурга ҫитет, унтан тинӗс транспорчӗпе Конгона ҫул тытать.
2025 ҫул пуҫланнӑранпа Пушкӑртстан Африка ҫӗршывӗсене пурӗ 324 тонна таякан 12 парти аш-какай продукцийӗ экспорта янӑ.
«Тивӗҫлӗ те тухӑҫлӑ ӗҫ тата ӑнӑҫлӑ предпринимательлӗх» наци тӗллевӗпе килӗшӳллӗн «Тĕнчери коопераципе экспорт» наци проекчӗ пурнӑҫланать.
Сăнÿкерчĕкĕ: Радий Хабиров телеграм-каналӗ, архиври сӑнӳкерчӗк.