

#наци проекчĕ
Вӗсене тума «Вӑрӑм тата активлă пурнӑҫ» нацпроект пулӑшнипе май пулнă.
Модульлӗ ФАПсем Бакалӑ районӗнчи Старокостеево, Килеево тата Килькабызово ялӗсенче уҫӑлнӑ.
Регионти Сывлӑх сыхлав министерствинче каласа панӑ тӑрӑх, ФАПсене халӑха пахалӑхлӑ медицина пулӑшӑвӗ пама тата персоналӑн хӑтлӑ ӗҫне тума мӗн кирлипе тивӗҫтернӗ. Кунта фельдшер кабинечӗ, смотровой, процедура пӳлӗмӗ, пациентсем валли кӗтмелли пӳлӗм, санузел, персонал валли пӳлӗмсем, медикаментсем упрамалли тата пуçтармалли хатӗрӗсен пÿлĕмĕ пур.
Ҫавӑн пекех «Цифра ФАПĕ» проект пулӑшнипе ҫак ялсенче пурӑнакансене халӗ цифра медицина пулӑшӑвӗ пама май пур. Фельдшер вӑхӑтлӑха ӗҫлеме пултарайманнин листине дистанцилле майпа уҫма, электронлӑ рецепт ҫырса пама, тухтӑрпа телемедицина консультацийӗ ирттерме, медицина даннӑйӗсене ярса пама пултарать.
Сӑнӳкерчӗкĕ: ПР Сывлӑх сыхлав министерстви.