Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Наци проекчĕсем
7 Августӑн 2025, 07:24

Пушкӑртстан Туркменистана хӗвелҫаврӑнӑш шрочӗн тӗрӗслев партине экспорта янӑ

#наци проекчĕ  

Пушкӑртстан Туркменистана хӗвелҫаврӑнӑш шрочӗн тӗрӗслев партине экспорта янӑПушкӑртстан Туркменистана хӗвелҫаврӑнӑш шрочӗн тӗрӗслев партине экспорта янӑ
Пушкӑртстан Туркменистана хӗвелҫаврӑнӑш шрочӗн тӗрӗслев партине экспорта янӑ
Пушкӑртстанран Туркменистана Раççей ял хуçалăх надзорĕ тӗрӗслесе хӗвелҫаврӑнӑш шрочӗн пӗрремӗш тӗрӗслев партине экспорта янӑ. Шучӗпе пӗрремӗш партин йывӑрӑшӗ 63 тоннӑпа танлашнӑ.
Куюргазӑ районӗнчи ӳсен-тӑран ҫӑвӗпе выльӑх апачӗ туса илекен чи пысӑк производитель Туркменистана грануллӑ хӗвелҫаврӑнӑш шрочӗн тӗрӗслев партине ӑсатнӑ.
Ял хуҫалӑх чӗр чунӗсемпе кайӑк-кӗшӗк валли апат хушкӑчӗн тӗслӗхӗсем кирлӗ мӗнпур тӗпчев витӗр тухнӑ.
«Выльӑх апачӗ ҫумне пысӑк протеинлӑ паха хушӑмра хӑрушӑ организмсене тупса палӑртман. Грануллӑ хӗвелҫаврӑнӑш шрочĕ ГОСТ тата импортер ҫӗршыв ыйтнине туллин тивӗҫтерет. Фитосанитари сертификатне панӑ», - палӑртнӑ надзор ведомствин хыпарӗнче.
«Тивӗҫлӗ те тухӑҫлӑ ӗҫ тата ӑнӑҫлӑ предпринимательлӗх» наци тӗллевӗпе килӗшӳллӗн «Пĕтĕм тĕнчери коопераципе экспорт» наци проекчӗ пурнӑҫланать.
Сăнÿкерчĕкĕ: ПР Раççей ял хуçалăх надзорĕн управлений пресс-служби.
 
https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2025-08-06/bashkiriya-eksportirovala-v-turkmenistan-probnuyu-partiyu-podsolnechnogo-shrota-4339868
 
 
 
Пушкӑртстан Туркменистана хӗвелҫаврӑнӑш шрочӗн тӗрӗслев партине экспорта янӑ
Пушкӑртстан Туркменистана хӗвелҫаврӑнӑш шрочӗн тӗрӗслев партине экспорта янӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас