#наци проекчĕ
«Вӑрӑм та активлă пурнӑҫ» наци проекчӗ пулӑшнипе Уфари 2-мӗш ача-пӑча поликлиникин автопаркӗ çĕнĕ LADA NIVA TRAVEL автомобильпе пуянланнӑ. Кун пирки Пушкӑртстан Сывлӑх сыхлав министерствин пресс-служби пӗлтерет.
LADA NIVA TRAVEL — пилӗк вырӑнлӑ, нумай ҫын ҫӳремелли универсал. Машинана тулли приводпа, межосевой дифференциаллă блокировкӑпа тата чакаракан передачӑпа тивӗҫтернĕ, ҫакӑ ӑна ҫул-йӗрӗн кӑткӑс условийӗсенче, уйрӑмах хӗллехи тапхӑрта, шанчӑклӑ транспорт тӑвать. Салонра борт компьютерӗ вырнаҫтарнӑ, вӑл автомобиль сывлӑхне тата ҫанталӑк условийӗсене тӗрӗслесе тӑма пулӑшать.
Медиксемпе пациентсен хӑтлӑхӗпе хӑрушсӑрлӑхӗ валли автомобиле кондиционерпа; ЭРА-Глонасс системипе; ларкӑчсемпе тӗкӗрсене ӑшӑтассипе; руль гидроусилителӗпе; тормоза хирӗҫле тытӑмпа; хӑрушсӑрлӑх минтерӗпе тивӗҫтернӗ. Искусствӑлла тирпе витнĕ ларкăчсем транспорта санитари тӗлӗшӗнчен тирпейлеме ҫӑмӑллатаҫҫӗ.
Сăнӳкерчӗкĕ: health.bashkortostan.ru сайтран.