Çутă çул
-17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
11 Августӑн 2025, 12:31

Пушкӑртстанри Мелеуз районӗнче ҫӗнӗ ФАП уҫӑлнӑ

#наци проекчĕ

Пушкӑртстанри Мелеуз районӗнче ҫӗнӗ ФАП уҫӑлнӑ
Пушкӑртстанри Мелеуз районӗнче ҫӗнӗ ФАП уҫӑлнӑ
#наци проекчĕ
Пушкӑртстанри Мелеуз районӗнчи Абитово ялӗнче «Вӑрӑм та активлă пурнӑҫ» нацпроекта пула ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлнă. Кун пирки Мелеуз район администрацийӗнче пӗлтернӗ.
ФАП Абитово тата Иткучуково ҫыннисене — пӗтӗмӗшле илсен, 400 ҫынна пӑхса тӑрӗ. Çав шутра 66 ача. Ҫӗнӗ ФАПра пациентсене меллӗ пултӑр тесе мӗн кирли пурте пур, ҫав шутра сахал мобильлӗ ҫынсем валли те: пандуссем, пысӑк алӑк хушӑкӗсем, меллӗ кабинетсем.
 
«Ялти ФАПсем ватӑсемшӗн тата пӗчӗккисемпе амӑшӗсемшӗн уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ. Вӗсен хулана стандартлӑ процедурӑсем тума каймалла мар. Пӳлӗмре ӑшӑ, хӑтлӑ. ФАПсем пур ялсем пирӗн районта йышланса пынишӗн савӑнатпӑр», —  палӑртнă Мелеуз район администраци пуҫлӑхӗ Забир Габдуллин.
 
Сӑнӳкерчӗкĕ: Пушкӑртстан Сывлӑх сыхлав министерствин пресс-служби, архиври сӑнӳкерчӗк.
 
 
 
 
Пушкӑртстанри Мелеуз районӗнче ҫӗнӗ ФАП уҫӑлнӑ
Пушкӑртстанри Мелеуз районӗнче ҫӗнӗ ФАП уҫӑлнӑ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас