Çутă çул
-17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
12 Августӑн 2025, 11:55

Пелепейре «Ҫӗр кӑвапи» пулӗ

#наци проекчĕ 

Пелепейре «Ҫӗр кӑвапи» пулӗ
Пелепейре «Ҫӗр кӑвапи» пулӗ
 
#наци проекчĕ 
«Пурнӑҫ валли инфраструктура» наци проекчӗн «Хӑтлӑ хула хутлӑхне йӗркелесси» федераци проектне пурнӑҫланӑ май Пушкӑрт Республикинчи Пелепей хулинче «Новаторсен бульварӗ» проектпа килӗшӳллӗн территорие тирпей-илем кӗртес ӗҫ малалла пырать.
«Бульварӑн чи палли «Ҫӗр кӑвапи» ҫӗнӗ арт-объект пулӗ. Пелепейӗн хӑйне евӗрлӗ географи лару-тӑрӑвне — ҫурҫӗр широтин 57° 07' 00 тата тухӑҫ долготин 57° 07' 00 координачӗсене халалланӑ ҫак тӗлӗнмелле палӑк сӑнӳкерчӗксем тумалли вырӑн кӑна мар, хулапа тӗнче пӗрлӗхӗн символӗ те пулӗ», — каласа панă Пелепей район администрацийӗн тӗп архитекторӗ Айгуль Иванова.
Пелепей ҫыннисемпе хӑнисем уҫлӑхра лайӑхрах ҫӳреччӗр тата хула историйӗпе географийӗ ҫинчен ытларах пӗлччӗр тесе бульвар пуҫламӑшӗнче навигаци системипе тактиль картти вырнаҫтарӗҫ. Вӗсем вырӑнта ҫул ҫӳреве тухма кӑна мар, Пелепейӗн пӗлтерӗшлӗ вырӑнӗсем, унӑн историйӗпе уйрӑмлӑхӗсем пирки те информаци илме май парӗҫ.
 
 
 
 
Пелепейре «Ҫӗр кӑвапи» пулӗ
Пелепейре «Ҫӗр кӑвапи» пулӗ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас