Çутă çул
-7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
18 Августӑн 2025, 09:50

Пушкӑрт ҫӑнӑхне чикӗ леш енче ыйтаççĕ

#наци проекчĕ  

Пушкӑрт ҫӑнӑхне чикӗ леш енче ыйтаççĕ
Пушкӑрт ҫӑнӑхне чикӗ леш енче ыйтаççĕ
#наци проекчĕ  
Пушкӑрт АПК предприятийӗсем ҫӑнӑх экспортне самай ӳстернӗ, тесе пӗлтернӗ Раççей ял хуçалăх надзорĕн регионти управленийӗнче.
2025 ҫулхи ҫичӗ уйӑхра Пушкӑртстан Азербайджана, Армение, Грузие, Казахстана, Туркмение тата Узбекистана 14,6 пин тонна тулӑ тата ыраш ҫӑнӑхӗ экспортланӑ. Ку пӗлтӗрхи кӑрлач-утӑ уйӑхӗсенчинчен 50 процент ытларах. 
Экспорт тиевӗн мӗнпур партийӗн тĕсĕсене туллин Пушкӑртстанри сӑнав лабораторийӗнче тӗпченĕ. Пушкӑрт ҫӑнӑхӗ импортер ҫӗршывсен требованийӗсене туллин тивӗҫтернине палӑртнӑ надзор ведомствинче.
«Тивӗҫлӗ те тухӑҫлӑ ӗҫ тата ӑнӑҫлӑ предпринимательлӗх» наци тӗллевӗпе килӗшӳллӗн «Пĕтĕм тĕнчери коопераципе экспорт» наци проекчӗ пурнӑҫланать.
Сăнÿкерчĕкĕ: ПР Раççей ял хуçалăх надзорĕн управлений пресс-служби.
 
 

 

Пушкӑрт ҫӑнӑхне чикӗ леш енче ыйтаççĕ
Пушкӑрт ҫӑнӑхне чикӗ леш енче ыйтаççĕ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас