Çутă çул
-17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
1 Сентябрӗн 2025, 10:39

Пушкӑртстанри Ишимбай районӗнче ҫӗнӗ ФАП уҫӑлнӑ

#наци проекчĕ

Пушкӑртстанри Ишимбай районӗнче ҫӗнӗ ФАП уҫӑлнӑ
Пушкӑртстанри Ишимбай районӗнче ҫӗнӗ ФАП уҫӑлнӑ
#наци проекчĕ
Учреждени Карайгановӑра йӗркеленнӗ, кӳршӗри тата икӗ поселокра пурӑнакансене сиплӗ.
Карайганово ялӗнче модульлӗ фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлнă. Кун пирки Ишимбай район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Азат Ишемгулов пӗлтернӗ.  
Вӑл каланӑ тӑрӑх, 2024 ҫулта кӑна Ишимбай районӗнче Верхнеиткуловӑра, Макаровӑра тата Кулгунинӑра ҫӗнӗ врач амбулаторийӗсем уҫӑлнӑ, Салиховӑра - ФАП. Кӗркунне Новоаптиковăра тепӗр врач амбулаторийӗ уҫма палӑртнӑ. Ҫитес ҫул районти пилӗк ялта ФАПсем уҫӑлӗҫ.
 
2025 ҫулта «ПР сывлӑх сыхлавӗн пуҫламӑш сыпӑкне модернизацилесси» регион программине пурнӑҫласа республикӑра 134 модульлӗ ФАПпа амбулатори вырнаҫтарӗҫ, ултӑ поликлиника тӑвӗҫ, вӗсенчен тӑваттӑшӗ ача-пӑча поликлиникисем, тӑхӑр больница ҫуртне юсӗҫ, 4,5 пин ытла медицина аппарачӗпе 99 автомобиль туянӗҫ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Азат Ишемгуловӑн социаллă сечӗсем.
 
Пушкӑртстанри Ишимбай районӗнче ҫӗнӗ ФАП уҫӑлнӑ
Пушкӑртстанри Ишимбай районӗнче ҫӗнӗ ФАП уҫӑлнӑ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас