#наци проекчĕ
Коррекци шкулӗнче Учалăри кӑна мар, республикӑри ытти районтан та ачасем вӗренеҫҫӗ.
Учалӑри коррекци интернат шкулӗ «Шкул вӗренӳ системисене модернизацилесси» федераци программипе килӗшӳллӗн ирттернӗ тӗп юсав хыҫҫӑн алӑксене уҫнӑ. Кун пирки район пуҫлӑхӗ Руслан Гилязетдинов хӑйӗн социаллă сечӗсенче каласа панă.
«Ку пысӑк пӗлтерӗшлӗ проект, ӑна вӗҫлессе ачасем те, ашшӗ-амӑшӗсем те, педагогсем те кӗтнӗ. Шкул ҫуртне пӗтӗмпех ҫӗнетнӗ - ҫивиттипе фасадне улӑштарнӑ, таврари территорие хӑтлӑлатнӑ. Мӗнпур кабинета, пусма картлашкисене, бассейна, акт залӗпе фойене юсанă. Шкула хӑтлӑрах, ҫутӑрах тата ҫӗнӗрех пултӑр тесе ҫӗнӗ оборудовани туяннă. Республика ертӳлӗхне, Çутӗҫ министерствине, шкул коллективне тата подряд организацийӗсене пӗрлехи вӑйӑмсемшӗн тав сӑмахӗ калас килет», — тесе ҫырнӑ муниципалитет пуҫлӑхӗ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Руслан Гилязетдиновӑн социаллă сечӗсем.