#наци проекчĕ
Ҫакна Пушкӑртстанра «Эффективлӑ тата конкурентлӑ экономика» наци проектне пурнӑҫланипе тума май пулнă.
Сибай хулинчи Юрий тата Елена Ивановсен кондитерсен ҫемйи Пушкӑрт микрокредит компанийӗнчен 1 миллион тенкӗ кивҫен илсе патшалӑх пулӑшӑвӗпе усӑ курнӑ. Кивҫен илекенсем палӑртнӑ тӑрӑх, укҫа-тенке оборудование ҫӗнетме ярӗҫ. Ҫакӑ производство калӑпӑшне самай ӳстерме, продукци пахалӑхне лайӑхлатма май парӗ.
Пушкӑртстан Республикин предпринимательствӑпа туризм министрӗ Светлана Верещагина Пушкӑртстанри микрокредитлӑ компанин ҫӑмӑллӑхлӑ заемӗсем финанс ресурсӗсене предпринимательсемшӗн йӳнӗрех пулнине, вӗсене ҫаврӑнакан укҫа-тенке пуянлатма тата бизнеса аталантарма инвестици хывма май панине палӑртнă.
Сăнÿкерчĕкĕ: ПР правительстви.