#наци проекчĕ
Пушкӑртстанри сахӑр завочӗсем Китая 1587 тонна гранулланӑ кӑшман жомне экспортланӑ тесе пӗлтернӗ Раççей ял хуçалăх надзорĕн регионти управленийӗнче.
Ҫӗнӗ тухӑҫ сахӑр кăшманне тирпейлемелли хушма продукцирен туса илнӗ ял хуҫалӑх выльӑхӗсемпе кайӑк-кӗшӗк валли апат хушса паракан партисем РФ Патшалӑх чиккинче тата Раççей ял хуçалăх надзорĕн территори управленийӗн транспортӗнче тӗрӗслев витӗр тухнӑ.
62 партире суйласа илнӗ кӑшман жомĕн тӗслӗхӗсем Раççей ял хуçалăх надзорне пӑхӑнса тӑракан аккредитациленӗ лабораторире лаборатори тӗпчевӗсем иртнӗ.
«Энтомологи, гербологи, микологи тата гельминтологи тӗпчевӗсен кӑтартӑвӗсем тӑрӑх, тӗрӗсленӗ хӑрушӑ организмсен тӗслӗхӗсенче йывӑр металсен юлашкине тупса палӑртман. Выльӑх апачӗ импорт ҫӗршывӗн требованийӗсене тивӗҫтерет», - тесе вӗҫленӗ надзор ведомствинче.
«Тивӗҫлӗ те тухӑҫлӑ ӗҫ тата ӑнӑҫлӑ предпринимательство» наци тӗллевӗпе килӗшӳллӗн «Пӗтӗм тӗнчери коопераци тата экспорт» наци проекчӗ пурнӑҫланать.
Сӑнӳкерчӗкĕ: ПР Раççей ял хуçалăх надзорĕн управленийӗн пресс-служби.