Çутă çул
-17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
29 Сентябрӗн 2025, 11:56

Пушкӑртра Шаран-Тюменяк ҫулне юсаҫҫӗ

  #наци проекчĕ

Пушкӑртра Шаран-Тюменяк ҫулне юсаҫҫӗ
Пушкӑртра Шаран-Тюменяк ҫулне юсаҫҫӗ

  #наци проекчĕ

Туймазӑ районӗнчи тăватă километрлӑ участока ҫулталӑк вӗҫӗнче хута ярӗҫ. Туймазӑ районӗнче Шаран-Тюменяк ҫулӗн тăватă ҫухрӑмне юсасси вӗҫленсе пырать.

Дюрменево тата Тюменяк ялӗсем хушшинчи участокра тикӗслекен сий, асфальтобетон сарнӑ, шыв юхмалли пӑрӑха юсанӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра подрядчик ҫул хӗррисене ҫирӗплетме, паллӑсем тума тытӑнӗ. ПР Транспорт министерствинче палӑртнӑ тӑрӑх, Шаран — Тюменяк ҫулӗ 21 пин ытла ҫын пурӑнакан ялсем витӗр иртет. Ҫак ҫулпа Шаран тата Туймазӑ районӗсенче пурӑнакансем Туймазӑ, «Урал» М-5 федераллĕ трасса еннелле ҫӳреҫҫӗ.

Юсава «Пурнӑҫ валли инфратытӑм» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн укҫа-тенкӗ уйӑрнӑ. 115,87 млн тенкӗлӗх контракта «Орион плюс» ООО выляса илнӗ. Ҫулӑн ҫак участокӗнчи мӗнпур ӗҫе 2025 ҫул вӗҫлениччен вӗҫлеме палӑртнӑ. Кӑҫал нацпроект шайӗнче Пушкӑртстанра пурӗ 1000 ҫухрӑм ытла ҫула юсӗҫ.

Сӑнӳкерчӗкĕ: ПР Транспорт министерстви.  

https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2025-09-26/v-bashkirii-remontiruyut-dorogu-sharan-tyumenyak-4403694

 

Пушкӑртра Шаран-Тюменяк ҫулне юсаҫҫӗ
Пушкӑртра Шаран-Тюменяк ҫулне юсаҫҫӗ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас