#наци проекчĕ
Пушкӑртстан Республикин кунӗ умӗн Ситекпуç ялӗнче «Вӑрах тата активлă пурнӑҫ» наци проекчӗн «Сывлӑх сыхлавӗн пуҫламӑш сыпăкне модернизацилесси» федераци проекчӗн шайӗнче модульлӗ фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлнӑ.
«Эпир, чи пӗлтерӗшли, нумай ФАП тума май пуррине ӑнланатпӑр, анчах та эсир — фельдшерсем пулмасан, вӗсем, тӗрӗссипе, чир-чӗрпе кӗрешес енӗпе малти вырӑнта тӑраҫҫӗ пулсан, нимӗн те пулмасть. Эпир сире тав тӑватпӑр, сире пуҫ таятпӑр. Сире сывлӑх тата эпир ку ӗҫе малалла тӑсӑпӑр», - палӑртнă Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров. Регион Пуҫлӑхӗ республикӑра икӗ пин ытла ФАП ӗҫленине, вӗсенчен кашни виҫҫӗмӗшне ҫӗнетнине пӗлтернӗ.
Республика кунӗ умӗн Ситекпуçĕнче модульлӗ ҫӗнӗ ФАП уҫӑлчӗ. «Вӑрӑм та хастар пурнӑҫ» нацпроекта пурнӑҫланӑ май Пишпÿлек районӗнче модульлӗ пурӗ сакӑр ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлнӑ -Азнайра, Сухоречкӑра, Çирĕклĕре, Ситекре, Дюсянра, Хушăлкара, Биккулра, халӗ тата Ситекпуçĕнче. Кашни ФАПра фельдшер валли кабинет, смотровой, процедура пӳлӗмӗ, кӗтмелли пӳлӗм, санитари узелӗ, медикаментсемпе тасатмалли хатӗрӗсене упрамалли пӳлӗм хатӗрленӗ. Ситекпуçĕнчи ФАПра Эльвина Степанова фельдшер медицина пулӑшӑвӗ парӗ.
Ял тӑрӑхӗнче фельдшер ӗҫӗн пӗлтерӗшлӗ енӗ, паллах, халӑхпа профилактика ӗҫӗ: диспансеризаци тата медосмотр ирттересси, пысӑк хӑрушлӑхлӑ пациентсене тупса палӑртасси, сывлӑх шкулӗсем ирттересси, диспансер сӑнавне йӗркелесси.
Галина ВАРИКОВА.
Сӑнӳкерчӗкӗсем: Галина Варикова.