#наци проекчĕ
Цифра министерстви «Даннӑйсен экономики тата патшалӑхӑн цифра трансформацийӗ» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн цифра танмарлӑхне пӗтермелли программӑна малалла тӑсать. Мелеспуç ялӗнче карас ҫыхӑнӑвӗн ҫӗнӗ вышкине хута янӑ. Халӗ вырӑнти тата кӳршӗ ялсенчи ҫынсен пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ интернет тата пахалӑхлӑ мобильлӗ ҫыхӑну пур.
Кашни ҫын 2026 ҫулта пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ мобильлӗ интернет пулакан ялсемшӗн сасӑлава хутшӑнма пултарать. Сасӑлав списокӗнче — 100 —1000 ҫын пурӑнакан ялсем. Пишпÿлек районӗнче Йăлпăлак тата Ситекпуç ялсем мобильлӗ интернетлă пулма ӗмӗтленеҫҫӗ.
2025 ҫулхи ноябрĕн 9-мӗшӗччен икӗ мелпе сасӑлама пулать.
«Госуслуги» урлӑ: clck.ru/3NryR3
Йăлпăлак тата Ситекпуç ялӗсене хăвăр сасӑпа пулӑшма ыйтатпӑр.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.