Çутă çул
-17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
7 Ноябрӗн 2025, 12:51

Пушкӑртра пурӑнакансем макулатура парса наци проекчӗн пӗр пайӗ пулӗҫ

#наци проекчĕ

Пушкӑртра пурӑнакансем макулатура парса наци проекчӗн пӗр пайӗ пулӗҫ
Пушкӑртра пурӑнакансем макулатура парса наци проекчӗн пӗр пайӗ пулӗҫ
#наци проекчĕ
Пушкӑртстанра пурӑнакансене Пӗтӗм Раҫҫейри анлӑ «БумБатл» акцие хутшӑнса экологие хӑйсен тӳпине хывма чӗнеҫҫӗ.
Республикӑри Çутҫанталӑк тата экологи министерстви йӗркеленӗ мероприятие Раҫҫей Президенчӗ пуҫарнӑ «Экологи ырлӑхӗ» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн ирттереҫҫӗ.
«Экосистема» юхӑм тытса пыракан ҫак пысӑк пӗлтерӗшлӗ экологи проекчӗ миллионшар Раҫҫей ҫыннине пӗрлештернӗ ӗнтӗ. 89 регионта пурӑнакансен хастарлӑхне пула рекордлӑ калăпăш макулатура пухнӑ — 65 миллион тонна, ку вӑл ҫутҫанталӑк ресурсӗсене сыхласа хӑварас ӗҫре пысӑк тӳпе шутланать.
Ҫак юхӑмӑн пӗр пайӗ пулма ансат, ун валли ҫапла тумалла: акцин официаллӑ сайтӗнче регистраци иртмелле; проектӑн интерактивлӑ картти ҫинче тупнӑ кирек хӑш йышӑну пунктӗнче те макулатура памалла; ыттисене хавхалантарас тесе  акцие хутшӑнни ҫинчен социаллă сетьсенче каласа памалла.
«БумБатл» вӑл макулатура пухни кăна мар, чылай ытларах. Экологи культурине йӗркелес тата ҫутҫанталӑка упрас тӗлӗшпе пур ӳсӗмри ҫынсен чӑн-чӑн утӑмĕ пулса тăрать.
 
Сӑнӳкерчӗкĕ: ecology.bashkortostan.ru сайтран.
 
 
Пушкӑртра пурӑнакансем макулатура парса наци проекчӗн пӗр пайӗ пулӗҫ
Пушкӑртра пурӑнакансем макулатура парса наци проекчӗн пӗр пайӗ пулӗҫ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас