Çутă çул
-17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
28 Ноябрӗн 2025, 09:57

Вахтӑран шыв хӗррине: соцконтракт Пушкӑртра ҫемье туризмне старт панӑ

#наци проекчĕ

Вахтӑран шыв хӗррине: соцконтракт Пушкӑртра ҫемье туризмне старт панӑ
Вахтӑран шыв хӗррине: соцконтракт Пушкӑртра ҫемье туризмне старт панӑ

#наци проекчĕ
Патшалӑх пулӑшӑвӗпе усӑ курса Пушкӑртстанри нумай ачаллӑ атте бурильщик-вахтовик профессине ӗмӗтри ӗҫе — пӗчӗк тӑван ҫӗршывра туризма аталантарассине - улӑштарнӑ.
ПР Çемье, ӗҫ тата халӑха социаллă хÿтĕлĕх паракан министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Аскин районӗнчи Данис Суфиянов Çурҫӗрти ĕҫне хӑварса тӑван Султанбеково ялӗнче предприниматель пулса тӑнӑ. «Ҫемье» нацпроект шайӗнче социаллӑ контрактпа 350 пин тенкӗлӗх старт капиталӗ ăна Сарсе юханшывӗ тӑрӑх юхтарусем йӗркелеме хатӗр-хӗтӗр туянма май панӑ.
ПР ҫемье, ӗҫ тата халӑха социаллӑ хӳтлӗх паракан министрӗ Ленара Иванова ҫакӑн пек адреслӑ пулӑшу питӗ кирлӗ тесе шутлать. Вӑл каланӑ тӑрӑх, 2025 ҫул пуҫланнӑранпа 3,7 пин ытла контракт тунӑ, ҫакӑ пине яхӑн ҫынна бизнес уҫма пулӑшнӑ, вӗсенчен 174 нумай ачаллӑ ашшӗ-амӑшĕ.
Суфияновсен ҫемйи ҫӗнӗ ӗҫе пӗтӗмпех хутшӑнать: арӑмӗпе ҫичӗ ачи апат пӗҫерме, мунча хутма, тарават пулма пулӑшаҫҫӗ. Раҫҫейӗн тӗрлӗ хулисенчен тата ют ҫӗршывсенчен килнӗ туристсем Пушкӑртстанӑн хӑйне евӗрлӗ ҫутҫанталӑкне кӑна мар, вырӑнти кухня легендисемпе, йӑли-йӗркипе, техӗмӗпе тулнӑ ҫемье турӗн атмосферине те хакланӑ ӗнтӗ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: mintrud.bashkortostan.ru сайтран.
https://mgazeta.com/articles/natsproekty/2025-11-27/ot-vahty-k-reke-kak-sotskontrakt-dal-start-semeynomu-turizmu-v-bashkirii-4484464

 

 

Вахтӑран шыв хӗррине: соцконтракт Пушкӑртра ҫемье туризмне старт панӑ
Вахтӑран шыв хӗррине: соцконтракт Пушкӑртра ҫемье туризмне старт панӑ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас