#наци проекчĕ
Пушкӑртстан Республики вӑрман пушарӗсемпе кӗрешмелли ятарлӑ техникӑпа оборудовани туянма федераци бюджечӗн укҫи-тенкинчен 91 миллион тенкӗ ытла илӗ.
Укҫа-тенкӗ 2026 ҫула «Экологи ырлӑхӗ» наци проекчӗн пӗр пайӗ шутланакан «Вӑрмана сыхласа хӑварасси» федераци проекчӗпе килӗшӳллӗн палӑртнӑ.
Кун пирки Республикӑн Патшалӑх Пухӑвӗн аграри ыйтӑвӗсемпе, экологипе тата ҫут ҫанталӑкпа усӑ курассипе ӗҫлекен комитечӗн ларӑвӗнче регионти вӑрман хуҫалӑхӗн министрӗ Марат Шарафутдинов пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, уйӑрнӑ укҫа ҫӗнӗ вӑрман пушар техникине туянма, ҫавӑн пекех видеомониторинг тытӑмӗ валли камерӑсем вырнаҫтарма кайӗ, ҫакӑ вӑрмансене вут-ҫулӑмран сыхлассине вӑйлатма май парӗ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: forest.bashkortostan.ru сайтран.
https://mgazeta.com/articles/natsproekty/2025-12-04/v-bashkirii-v-2026-godu-vydelyat-91-million-rubley-na-protivopozharnuyu-tehniku-4493578