#наци проекчĕ
«Вӑрах тата активлă пурнӑҫ» нацпроект шайӗнче республикӑра ултӑ ҫӗнӗ учреждени туса лартнӑ.
Ҫӗнӗ ҫулччен Пушкӑртстан районӗсенче нацпроект шайӗнче тӑвакан ултӑ ҫӗнӗ поликлиника та уҫӑлӗ. Кун пирки ПР правительствин оперативлӑ канашлӑвӗнче Рустем Газизов вице-премьер пӗлтернӗ.
«Ку эрнере Благовещенскра тата Аскинра поликлиникӑсем уҫма май пур. Тепӗр эрне çурӑран — Учалăпа Янаулта. Декабрь вӗҫӗнче — Бакалăпа Аскаровӑра. Абзелил районӗнче учреждени юлашки уҫӑлӗ, унта чи пысӑк ӗҫ калӑпӑшӗ юлнă», — тенӗ вице-премьер.
Сӑнӳкерчӗкĕ: пресс-служба / Благовещенск район администрацийӗ