Çутă çул
-17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
17 Декабрӗн 2025, 10:24

Пушкӑртстан Раҫҫей регионӗсен экологи рейтингӗнче ПФОра пӗрремӗш пулнӑ

#наци проекчĕ

Пушкӑртстан Раҫҫей регионӗсен экологи рейтингӗнче ПФОра пӗрремӗш пулнӑ
Пушкӑртстан Раҫҫей регионӗсен экологи рейтингӗнче ПФОра пӗрремӗш пулнӑ

#наци проекчĕ

2025 ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх Пушкӑртстан Республики Атӑлҫи федераци округӗнчи регионсен экологи рейтингне ертсе пынӑ.

Кун пирки РФ Патшалӑх Думин экологи енӗпе ӗҫлекен комитечӗн председателӗ Дмитрий Кобылкин пӗлтернӗ. Пушкӑртстан 12—14 балл пухнӑ, «хорошистсен» хушшинче лидер пулса тӑнӑ, ку категорие ҫавӑн пекех Тутарстан, Удмурти, Чулхула, Оренбург, Пенза, Саратов облаҫӗсем тата Пермь крайӗ кӗнӗ.

Рейтинг «Экологи ырлӑхӗ» тата «Экологи» наци проекчӗсене пурнӑҫа кӗртнине, ҫавӑн пекех коммуналлӑ хытӑ каяшсемпе усӑ курмалли лару-тӑрӑва шута илсе тавралӑха сыхлас енӗпе регионти влаҫсен тухӑҫлӑхне хаклать. Хаклава 2019—2024 ҫулсенчи статистика, экспертсен тата халӑх шухӑшӗсене тӗпе хурса йӗркеленӗ.

ПР ҫутҫанталӑкпа усӑ курас тата экологи министрӗ Нияз Фазылов каяшсемпе усӑ курмалли комплекслӑ тытӑма аталантарнипе регион позицийӗсене ҫирӗп лайӑхлатнине палӑртнă: 37 188 пуҫтарӑнмалли вырӑн туса 87 271 контейнер вырнаҫтарнӑ, ҫавӑн пекех ятарлӑ техникӑн 21 единицине туяннӑ. Планра — каяшсене уйрӑм пухассине тата тирпейлессине малалла аталантарасси, ҫавӑн пекех ҫынсене меллӗ пултӑр тесе хальхи инфраструктура тӑвасси.

 

https://mgazeta.com/news/natsproekty/2025-12-15/bashkiriya-stala-pervoy-v-pfo-v-ekologicheskom-reytinge-regionov-rossii-4507095

 

 

Пушкӑртстан Раҫҫей регионӗсен экологи рейтингӗнче ПФОра пӗрремӗш пулнӑ
Пушкӑртстан Раҫҫей регионӗсен экологи рейтингӗнче ПФОра пӗрремӗш пулнӑ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас