#наци проекчĕ
Пишпӳлек районӗнче - пысӑк пулӑм! Районти тӗп больницӑра юсав хыҫҫӑн хӗрарӑмсен ҫӗнетнӗ консультацийӗ уҫӑлнă. Хальхи, хӑтлӑ, малта пыракан оборудованипе тивӗҫтернӗ, вӑл районти пур хӗрарӑмшӑн та медицина пулӑшӑвӗн центрӗ пулӗ. Уҫмалли церемоние пулас аннесем, больницӑра ӗҫлекенсем, ҫавӑн пекех чӗннӗ хӑнасем хутшӑннă. Ҫакнашкал паллӑ пулӑмпа Республика клиника перинаталь центрӗн тӗп врачӗ Лиана Савина, район администраци пуҫлӑхӗн тивĕçĕсене пурнăçлакан Артур Галеев тата районти тĕп больницан тӗп врачӗ Марат Абдуллин саламланă. Хӗрарӑмсен консультацине пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн вӗсем кунта йӗркеленӗ условисем пациентсене медицина пулӑшӑвӗн пахалӑхне ӳстерме май парасса, Пишпӳлек районӗнчи демографи лару-тӑрӑвне лайӑхлатма пулӑшасса шаннине пӗлтернӗ.
Палӑртса хӑварар: ҫӗнетнӗ хӗрарӑмсен консультацине уҫасси «Ҫемье» наци проектне пурнӑҫа кӗртнипе май килнӗ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпӳлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/officialbiz