#наци проекчĕ
Пӗлтӗр «Туризм тата тараватлӑх» нацпроект шайӗнче республикӑри 26 предприниматель пӗтӗмӗшле 45 миллиона яхӑн тенкӗлӗх патшалӑх пулӑшӑвӗ илнӗ.
Укҫа-тенке туризм инфратытӑмне аталантарма янӑ.
Пушкӑртстанри предпринимательлӗхпе туризм министрӗ Светлана Верещагина пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак пулӑшу предпринимательсене ҫӗнӗ проектсене пурнӑҫа кӗртме тата ӗҫ-хӗле анлӑлатма май панӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, кун пек пуҫарусем сервисӑн пахалӑхне тата кану условийӗсене лайӑхлатаҫҫӗ, хӑнасемшӗн регион илӗртӳлӗхне ӳстереҫҫӗ.
Уйӑрнӑ укҫапа, сӑмахран, кану базисенче 23 ҫӗнӗ прокат пункчӗ йӗркелеҫҫӗ. Пулӑшу программи малалла тӑсӑлӗ: 2026 ҫул валли те туризм инфратытӑмне аталантарма грантсем уйӑрма палӑртнӑ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Розалия Хисаева / fotobank02.ru